Ача садӗнче пӗчӗк ачасем кӗркунне уявне палӑртрӗҫ

Ача садӗнче пӗчӗк ачасем кӗркунне уявне палӑртрӗҫ

        Йӑлана кӗнӗ пек , Октябрь уйӑхӗнче , пирӗн ача садӗнче кӗрхи уявсем иртеҫҫӗ. " Асамат кӗперӗ ҫинчи иккӗмӗш ушкӑн ачисен кӗрхи ир иртрӗ. Тулта тӗтреллӗ те сивӗ , хӗвел ӑшши ҫитмест, пирӗн залра ӑшӑ та ырӑ атмосфера. Ачасем кӗркунне тӗл пуласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унпа пӗрле воспитанниксем кӗрхи вӑрмана интереслӗ ҫулҫӳреве кайнӑ. Уявра пӗчӗккисем савӑнӑҫлӑ вӑйсем вылярӗҫ, ташӑ ташларӗҫ. Чи ҫутӑ та асра юлнӑ эпизод вара- кӗркунне панулми тултарнӑ Карҫинкка пулчӗ. Уяв пурне те кӑмӑла кайрӗ